Ылтӑн алӑллисене - асамлӑ тӑм

Ылтӑн алӑллисене - асамлӑ тӑм

Шупашкарти ача-пӑча реабилитаци центрĕнче тӑмран савӑт тӑвас ӑсталӑха вĕрентмелли мастерской уҫӑлчĕ.

Ҫак пӳлĕме йĕркелес шухӑша пурнӑҫа кĕртме Раҫҫей ача-пӑча ыркӑмӑллӑх фончĕ пулӑшас тенĕ. Проект грант ҫĕнсе илсен кунта сипленекен, килсе ҫӳрекен сусӑр ачасем валли ӑсталӑх лаҫҫи тунӑ.

Педагогсем вĕренекенĕсене 2 меслетпе ĕҫлеме хӑнӑхтараҫҫĕ. Пĕрле тӑм савӑт ҫавраки ҫинче кӑкшӑм-чӳлмек, тĕрлĕ чашӑк ӑсталаҫҫĕ. Алӑ вĕҫҫĕн вара теттесем, тĕрĕ-эреш туса илемлетеҫҫĕ.

Раштавӑн 3-мĕшĕ - сывлӑх енчен хавшакрах ҫынсен кунĕ.
Вĕсем ыттисенчен кӑштах уйрӑлса тӑраҫҫĕ пулин те пуринпе те тан аталанма, вĕренме, пурнӑҫпа савӑнма тивĕҫ. Ҫавӑнпа та пирĕн сусӑрсене май пур таран пулӑшма, хавхалантарма тӑрӑшмалла! Реабилитаци центрĕнче уҫӑлнӑ "Асамлӑ тӑм" пӳлĕм - ку енĕпе ырӑ тĕслĕхсенчен пĕри.



https://t.me/chuvashenkalasat/147
03 декабря 2023
14:39
Поделиться